Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шуратӑл ҫинчи ҫапӑҫу (Кӗмел Кӗпер)

Тилӗ-тӑшман тапӑнсан.
Тиллит-тиллит пулмӑпӑр.
Алла чукмар тыӑпӑр,
Пуҫне ҫапса ватӑпӑр.
Авалхи чӑваш халӑх юрринчен.
>>
Монголсем тепӗр кун ирхине курӑнчӗҫ. Пӑлхарсен текӗрчӗсене курсанах вӗсем, тапӑнас шухӑшпа, вӑрҫа кӗмелли йӗркене тӑма тытӑнчӗҫ.
"Ытла хӑюллӑ-ха кусем, — шухӑшларӗ Ылттӑнпик, ҫакна курсан. — Учӗсемпе эккелӗсене кантармасӑрах ҫапӑҫӑва кӗртесшӗн. Эппин, эпир те ҫакӑнпа кирлӗ пек усӑ курӑпӑр..."
Пӑлхарсен текӗрчӗсем ҫӗрхута лайӑх каннӑ, ҫапӑҫӑва та кирлӗ пек хатӗрленнӗ. Ҫавӑнпа Ылттӑнпик монголсем тапӑнасса кӗтсе тӑрас темерӗ, Саврӑш-патгӑр ертсе пыракан каркарҫара вӑрҫа кӗме хушрӗ.
— Эс ан васка, — терӗ вӑл Пачмана. — Сан таманусем хӑҫан вӑрҫа кӗмеллине хам пӗлтеретӗп...
Монголсем чӑнах та питӗ ӑста ҫарҫыннисем иккен. Инҫе ҫулта пулнӑ пулсан та вӗсем питӗ час вӑрҫа кӗме хатӗрленсе ҫитрӗҫ те хӑйсем ҫине тапӑнакан Саврӑш-паттӑр текӗрчӗсене хирӗҫ кайреҫ.
Хӑрушӑ та юнлӑ ҫапӑҫу пуҫланса кайрӗ.
Саврӑш-паттӑра пулӑшма Ылттӑнпик часах хӑйӗн тепӗр икӗ таманне ячӗ. Пӑлхарсен ҫӗнӗ таманӗсем монголсене сулахайран пырса ҫапрӗҫ. Анчах ҫакна кӑна кӗтнӗ пек тӑшмансен пӗр пайӗ тахӑш самантра ҫурмаҫаврӑм туса вӗсене хирӗҫ тухрӗ.
"Ӑста, ӑста ҫапӑҫаҫҫӗ, — монголсем пирки шухӑшларӗ Ылттӑнпик. — Анчах вӗсем пӑлхарсене нихӑҫан та ҫӗнтереймеҫҫӗ..."
Ҫапӑҫу хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пычӗ.
— Манӑн та вӑрҫа кӗме вӑхӑт! — ташласа тӑракан утне аран-аран чарса кӑшкӑрче Пачман.
— Ан васка! — чарчӗ ӑна Ылттӑнпик. — Вӑхӑт ҫитмен-ха!..
Тин кӑна тапӑнса кӗнӗ тамансене пулӑшма вӑл Упи-паттӑра хӑйӗн икӗ таманӗпе ячӗ. Вӗсен монголсене хыҫалтан тапӑнмалла. Ку вӑл хӑйне еверлӗ сӑнаса пӑхни те. Енчен те монголсен ҫывӑхра экеметленсе ларнӑ текӗрчӗсем пулсассӑн, вӗсем халь ӗнтӗ хӑйсене палӑртмалла. Хӑйсен ҫарӗсем ҫине хыҫалтан тапӑнни мӗне пӗлтернине весем лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Нимӗнле утлӑ ҫар та хыҫалтан тапӑннине чӑтса тӑраймасть.
Халь ӗнтӗ пӑлхарсен ҫарӗсем монголсене виҫӗ енчен хупӑрласа илчӗҫ. Анчах монголсем тарас е чакса каяс тесе шухӑшламаҫҫӗ. Вӑрҫӑ вучӗ хаяртан хаяр пулса пырать.
- Атя, Сӑкӑт-паттӑр, сан вӑхӑт ҫитрӗ! — хушрӗ Ылттӑнпик хӑйӗн тепӗр ҫарпуҫне.
Часах Сӑкӑт-паттӑр ҫарӗ вутлӑ вӑрҫа кӗчӗ.
Монголсем ҫаплах пӑлхарсене хирӗҫ урса кайса ҫапӑҫрӗҫ.
Акӑ ӗнтӗ Кӗрнек пикӗсем те ҫапӑҫу хирӗнче. Сӑварсен, керменчуксен, нухратсен текӗрчӗсем те унтах.
Ҫӳлле сӑрт ҫинчен ҫапӑҫу мӗнле пынине сӑнаса тӑракан Ылттӑнпик сасартӑк унта улшӑну пулма тытӑннине асӑрхарӗ. Монголсен вӑйӗ чаксах пырать. Акӑ ӗнтӗ вӗсем сылтӑмалла, пӑлхарсен текӗрчӗсем ҫук ҫӗрелле куҫма тытӑнчӗҫ.
— Атя! — хушрӗ Ылттӑнпик Пачмана. — Кӗрсе кай!..
Хӗҫӗсене ҫӗклесе, утӑрья! кӑшкӑрса, Пачман ертсе пыракан текӗртсем тӑшман ҫине кӗрсе кайрӗҫ. Ҫапӑҫу вучӗ тата та хӗрӳленсе кайрӗ. Анчах нумая пыраймарӗ вӑл. Ҫӗнӗ ҫар пырса ҫапни монголсене авса хуҫрӗ пулас. Вӗсен сывӑ юлнӑ мӑрсисемпе эккелӗсем учӗсене каялла ҫавӑра пуҫларӗҫ. Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, монголсем тарма тытӑнчӗҫ.
Илӗртсе ҫеҫ тарни мар-ши тесе, Ылттӑнпик вӗсене питӗ тимлӗ сӑнарӗ, хӑйӗн виҫӗ таманне хӑй патӗнчен ямарӗ-ха. Юлашкинчен Ылттӑнпик ӑнланчӗ, ҫук, ку вӑл илӗртсе тарни мар. Ытти чухнехи пек тарма тытӑннӑ монголсем хыҫалалла ҫаврӑна-ҫаврӑна пемеҫҫӗ. Вӗсем пурте хӑйсене ҫӑлса хӑварасшӑн, учӗсене хӑвалаҫҫӗ те хӑвалаҫҫӗ.
Пӑлхарсем тарса каякан монголсене хӑвалама тытӑнчӗҫ: весене хыҫалтан ухӑпа переҫҫӗ е тата хуса ҫитеҫҫӗ те хӗҫӗсемпе касаҫҫӗ.
Ҫапах та Ылттӑнпик асӑрхануллӑ пулмаллине пӗрре те манмарӗ. Тӑшмансен экеметленсе ларнӑ ҫарӗ тухмасть-и тесе, хӑйӗн ҫапаҫава кӗмен виҫӗ таманне виҫӗ ушкӑнпа хыҫалтан васкамасӑр, йӗри-тавралла пӑхса, куҫ-хӑлхасем яра-яра пыма хушрӗ.
Ҫапла пӑлхарсем тарса каякан монголсене каҫ пуличченех хӑваларӗҫ. Темӗн чухлӗ монгол ҫынни ҫапӑҫура пуҫне хучӗ. Ыттисем тарса кайнӑ чухне пӗтрӗҫ.
— Ҫӗнтерӳ! — савӑнса кӑшкӑрчӗҫ пӑлхарсем.
— Эпир ҫӗнтертӗмӗр!
— Утӑрья!
— Патшана мухтав!..
Ылттӑнпик патне ҫарпуҫӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри пырсах тӑчӗҫ. Ниҫта та тӑшман ҫуккине пӗлтерчӗҫ.
Ҫапла, экеметленнӗ ҫар хӑвармасӑр тӑшмансем пӗтӗм ушкӑнпа харӑссӑн ҫапӑҫӑва кӗни Ылттӑнпике питӗ тӗлӗнтерчӗ. "Мӗне пӗлтерет ку? — ӑнланма тӑрӑшрӗ вӑл. - Е вӗсем пире пӗрре тапӑнсах ҫӗнтерессе ӗненнӗ-и?"
Ҫапла шухӑшла-шухӑшла Ылттӑнпик хӑйӗн ҫарне тапӑра тӑма хушрӗ. Ҫапах та иккӗленчӗк шухӑшсем ӑна канӑҫ памарӗҫ. Ҫавӑнпа вӑл ҫӗрле пулсассӑн та пур еннелле те куҫ-хӑлхасем кӑларса ячӗ, кӑвайт чӗртме хушмарӗ. Кашни ҫарпуҫне хушрӗ: мӗскер те пулин кӗтмен япала сиксе тухсан, тӳрех ӑна пӗлтермелле.
Анчах нимӗнле кӗтмен япала та сиксе тухмарӗ. Пурте йӗркеллех ҫӗр каҫрӗҫ.
Ылттӑнпик ҫапах та иккӗленме пӑрахмарӗ-ха. "Кунта темӗскер пурах, — шухӑшларӗ вӑл. — Ытла ҫӑмӑллӑн ҫӗнтертӗмӗр. Таҫта тӑшманӑн урӑх таманӗсем пулмалла. Анчах та, пур пулсан, мӗншӗн ҫапӑҫӑва кӗмерӗҫ вӗсем?.."
Вара питӗ асӑрханса, хӑйӗн ҫарне вӑрҫӑ хирӗнчи пек виҫӗ пая пайласа, вӑл монголсем тарса кайнӑ еннелле васкамасӑр пыма хушрӗ. Ҫапла пӑлхарсен ҫарӗ пӗр кун, икӗ кун кайрӗ, анчах ниҫта та монголсен ҫарӗсем курӑнмарӗҫ.
— Кун пек ним юлми ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн монголсем текех пирӗн ҫине тапӑнса кӗме хӑяймаҫҫӗ, — терӗҫ ӑна ҫарпуҫӗсем. — Ниҫта та нимӗнле тӑшман ҫарӗ те ҫук...

Иккӗмӗш кун тӑшман тарса кайнӑ ҫул ҫинче ниҫта та монголсене тупманни Ылттӑнпике лӑплантарчӗ. Вара, аслӑ ҫеҫенхирте ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн, вӑл пӗтӗм ҫарне каялла, килне кайма ҫавӑрас терӗ. Анчах темӗнле иккӗленчӗклӗ тухӑм ӑна капла тума кансӗрлерӗ. Шухӑшласан-шухӑшласан вӑл ҫапах та хӑйӗн пӗтӗм ҫарне тата икӗ кун хушши тӑшман тарса кайнӑ ҫулпа малаллла кайма хушрӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-08-30 11:08:58 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2875 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем